Ҫӗрпелти вǎтам шкулта Чǎваш халǎх поэчӗпе Светлана Асаматпа тӗл пулу иртрӗ

Ҫӗрпелти вǎтам шкулта Чǎваш халǎх поэчӗпе Светлана Асаматпа тӗл пулу иртрӗ

Нарǎсǎн 19- мӗшӗнче Ҫӗрпелти вǎтам шкулта чǎваш халǎх поэчӗпе, Чǎваш Республикин тава тивӗçлӗ культура деятелӗпе, Раççей Федерацийӗн писательсен союзӗн членӗпе, Раççей журналисчӗсен союзӗн  членӗпе, Чǎваш Республикин композиторӗсен Ассоциацин членӗпе, М.К. Ҫеçпӗл тата И.Я.Яковлев премийӗн лауреачӗпе Асамат Светлана Васильевнǎпа тата Чǎваш Республикин наци библиотекин наци литературипе библиографи пайӗн тӗп библиотекарӗпе Андреева Антонина Васильевнǎпа ǎшǎ тӗл пулу иртрӗ. Светлана Асамат- паллǎ сǎвǎç, чаплǎ юрǎç, композитор та, куçаруçǎ та. Прозǎра- и, поэзире –и е куçарура- пур енӗпе те ǎнǎçлǎ ӗçлет вǎл, чǎвашла та, вырǎсла та хайлав хыççǎн хайлав шǎрçалать, вулакан патне паха кӗнекесем çитерет.

      Ҫак тӗл пулǎва Аслǎ Ҫӗнтерӳ 80 çул тултарнине халалласа ирттернӗ. Ачасемпе вӗренекенсем Светлана Асамата питӗ тимлӗ итлерӗç.  Тӗл пулǎвǎн малтанхи самантӗнчех  сǎвǎç пире хǎйӗн  янǎравлǎ сǎввисемпе тыткǎнларӗ, шǎхличпе илемлӗ кӗвӗ янǎратрӗ, баянпа чуна тыткǎнлакан юрǎ шǎрантарчӗ.  Вӗренекенсене питӗ ǎслǎ шухǎшсем каларӗ, яланах малти ретре пулма сӗнчӗ. Поэта вǎрçǎ теми те питӗ кǎсǎклантарать, Тǎван çӗр-шыва сыхлакан паттǎр салтаксем çинчен те питӗ ырǎ сǎмахсем каларӗ. Килнӗ хǎнасене шкул директорӗ Клара Германовна тата чǎваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Федоровна  тав сǎмахӗсем каларӗç, малашне те çитӗнӳсем тума сӗнчӗç.

     Светлана Асамат юлашкинчен ачасене автограф  парса пӗчӗк парнесемпе чысларӗ. Килнӗ хǎнасем шкул библиотекине те кӗрсе тухрӗç, кӗнеке парнелерӗç.  Ҫавǎн пекех ӗçпе сǎнарлǎ ӳнер пӳлӗмне çитсе курчӗç, ачасен ӗçӗсемпе кǎсǎкланчӗç. Тӗл пулу çав тери ǎшǎ кǎмǎллǎ иртрӗ, хǎнасем те, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те кǎмаллǎ юлчӗç.

Васильева Е.Ф.