«Атте-анне пуртан эпир телейлĕ» (утренник в 4 классе)

«Атте-анне пуртан эпир телейлĕ» (утренник в 4 классе)

Атте-анне пурри — телей. Аçупа аннӳне хисепле! Вĕсемшĕн эпир яланлӑхах ача — пĕчĕк чухне те, ӳссе çитсен те. Пирĕн кашни утӑм, кашни ĕç— аттепе анне куçĕ умĕнче. Тĕрĕс те лайӑх утӑмсем вĕсене савӑнӑç кӳрĕç, тĕрĕс мар утӑм туни вара — хурлӑх. Çавӑнпа та аттепе аннене савӑнтарма кӑна тӑрӑшмалла, вĕсене нихӑçан та  кулянтармалла мар. Яланлӑхах астӑвӑр: пурнӑç малалла шӑвать, эпир çитĕнетпĕр, атте-анне вара ватӑлать. Вĕсене пурнӑçра куллен пулӑшса пырӑр. Пĕчĕк чухне, ача чухне илнĕ чун ӑшшине аçупа аннӳне тавӑрса парӑр. Эпир вĕсем умĕнче ĕмĕрех пысӑк парӑм­ра.

Чӳк уйӑхĕн вĕçĕнче пирĕн çĕр-шывра аннесен уявĕ иртет. Ҫак куна ачасем питĕ кĕтеççĕ, чылай малтан хатĕрленме пуçлаççĕ. Эпир те 4 мĕш класс ачисемпе аннесене уяв туса парас тесе тӑрӑшса хатĕрлентĕмĕр. Юратнӑ аннесем валли хамӑр алӑсемпе парне ӑсталарӑмӑр, юрӑ-ташӑ, илемлĕ сӑвӑсем вĕрентĕмĕр. Аннесем парнесемпе кӑмӑллӑ пулчĕç, ачасене тав турĕç. Вĕсем тĕрлĕ конкурссенче хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрĕç.

 

Васильева Т.В.