Сӳнми кăвар чĕреллĕ поэтăмăра асăнса

Сӳнми кăвар чĕреллĕ поэтăмăра асăнса



      Вăрнар тăрăхĕнчи Çĕрпелти вăтам шкулта кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Шкулти библиотекăра поэт пултарулăхне халалласа курав йĕркеленĕ. 6-7 мĕш класра  вĕренекенсем илемлĕ сăвăсем вуласа  савăнтарчĕç. 4- мĕш класра вĕренекенсем шкул библиотекинче иртекен поэзи уявне хаваспах хутшăнчĕç. Елена Федоровна библиотекарь Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе, кураври кăсăклă материалсемпе паллаштарчĕ. Ачасем  ăсталанă çеçпĕл чечекĕсем курава татах та пуянлатрĕç. Çеçпĕл Мишши чăваш халăхĕн чи пултаруллă çыравçисенчен пĕри шутланса тăрать. Çакна ачасем те ăнланса илме пултарчĕç. Вĕсем  унăн сăввисене юратса вĕренме, унпа мухтанма, пултарулăхне яланах асра тытма сăмах пачĕç. Уяв вĕçĕнче ирттернĕ викторина ыйтăвĕсем çине туллин те тĕрĕс хурав пама пултарчĕç вĕренекенсем. Пултарулăхпа палăрнă ачасене парнесем парса чысларĕç.  Поэзи уявĕ тутлă çимĕç тата техĕмлĕ те сиплĕ чей ĕçнипе вĕçленчĕ.

     Вилĕмсĕр поэт шăпи, унăн пултарулăхĕ аслă классенче вĕренекенсемшĕн те кăсăклă пулчĕ.10-11-мĕш класра вĕренекенсем Çеçпĕл Мишшин Анастасия Червякова патне çырнă çырăвĕсене вуласа тĕлĕнчĕç, пысăк хак пачĕç. Çакăн пек çырусене тĕлĕнмелле пысăк юратупа пурăннă çын çеç çырма пултарнине палăртрĕç. Поэт пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ презентаципе тĕплĕн паллашса викторина ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хуравсем пачĕç.