Тăван чĕлхе эрнине ирттернин пĕтĕмлетĕвĕ

Тăван чĕлхе эрнине ирттернин пĕтĕмлетĕвĕ

Çĕрпелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен  Тăван чĕлхе эрни ирттертĕмĕр. Палăртнă ĕçсем чылай пулчĕç. Тунти кун кашни класра «Тăван чĕлхе кунĕ» истори минучĕсем иртрĕç, пиллĕк – вун пĕрмĕш классенче вĕренекенсемпе «Тăван чĕлхе çинчен» паллă çынсен сăмахĕсене илемлĕ вуларăмăр, ытлари кун «Тăван чĕлхе – чи илемли» литература вулавĕ ирттертĕмĕр. Çавăн пекех Сергеева М (4 кл.) тата В. Григорьева (11 кл.) вĕренекенсемпе «Эп чăвашла калаçатăп» республика акцине хутшăнтăмăр. Кĕçĕн классем хушшинче «Юмах ярăп, юптарăп» викторина, вăтам классенче «Литература викторини» вăйă ирттернĕ.

Эрнен пĕрремĕш кунне тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен, Васильева Е. Ф. библиотекăра кĕнекесен стендне хатĕрлесе уçрĕ. «Чĕлхе – пирĕн пуянлăх» видеороликпа ачасене паллаштарчĕ. Тăван çĕр-шыва тивĕçлĕ пулас тесен пирĕн ун культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине хисеплеме упрама тăрăшмаллине каларĕ.

     Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем  И. Я Яковлев калавĕсем тăрăх тĕрлĕ ÿкерчĕксем туса тĕлĕнтерчĕç. Кашни ача хăйне майлă ăнланать, тĕрлĕ куçпа пăхать. Çавăнпа та ÿкерчĕкĕсем те тĕрлĕрен пулчĕç. Ку ĕçе ачасем хаваспах пурнăçларĕç . Грамăтăсем илме тивĕçлĕ пулчĕç.

    Кашни класрах тăван чĕлхене халалланă урок ирттертĕмĕр. Вӗренекенсем чăваш халăхне çутта кăларакан, çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе яракан И.Я.Яковлевăн ӗçӗ-хӗлӗпе, чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе паллашрӗç. Ачасене пĕлмелли, халиччен илтменни нумай пулчĕ. Калаçу интереслĕ иртрĕ. И. Я  Яковлев чăваш халăхĕ валли хăварнă Халала илемлĕ çырса илессипе те тупăшрĕç.

    Черкасова С. Г. ертсе пынипе «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен» викторина иртрĕ. Викторинăна вăтам класра вĕренекенсем хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Унти ыйтусем ачасем чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме май параççĕ. Ку викторина тĕллевĕсем —ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç.

   Чăваш писателĕсемпе поэчĕсен пултарулăхĕсем тăрăх 5 классем,  «Юмахсем» темăпа 6 классем   хаçат кăларчĕç.  8 классем «Тăван халăхăн çичĕ пилĕ» хаçата эрешлерĕç. Ачасем эрне хушшинче юмахсем пăхса, вăйăсем выляса савăнчĕç.

                                                                                                                        С. Г. Черкасова