Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладешӑн Дакка хулинче 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.
Тӑван чĕлхене лайӑх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унӑн уйрӑмлӑхĕсене тĕплĕнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пĕлӱ туянма пулӑшать. «Пĕр 5-6 ҫул хушшинче Европӑри тĕп чĕлхесене пурне те вĕренме пулать. Пĕр чĕлхене вара ĕмĕр тӑршшĕпех вĕренес пулать. Ку вӑл – тӑван чĕлхе», – тенĕ Вольтер. Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манар мар. Тӑван чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн тасалӑхĕпе илемĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшар,хамӑр мӗн тума пултарнине тӑвар.