Тӑван чӗлхе эрни пуҫланчӗ

Тӑван чӗлхе эрни пуҫланчӗ

Ҫӗрпел шкулӗнче тӑван чӗлхе эрни пуҫланчӗ. Ăна Раççейри Çемье, Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕн усă курнин çулталăкне халалланă.

Эрне «Чăваш чěлхи – тăван чěлхе» кĕнекесен выставкипе уçăлчĕ. Вӗрентекенсем ачасемпе "Тӗплӗ калаҫу" ирттерчӗҫ, тӑван чӗлхене мӗнле майпа упраса аталантарма пуласси пирки шухӑшларӗҫ, тухӑҫлӑ мелсем тупса палӑртрӗҫ. Тӗслӗхрен, куравсемпе тӗрлӗ мероприятинче чӑвашла калаҫни, чӑваш чӗлхипе экзамен тытни, кӑсӑклӑ ӑсталӑх лаҫҫисем ирттерни, илемлӗ фильмсемпе мультфильм чӑвашла пулни - чӑваш чӗлхине пурнӑҫ талккӑшӗнче анлӑ сарӑлма пулӑшаҫҫӗ. Кашни ҫыншӑнах тӑван чӗлхе - чи хакли. Ӑна упрасси - пирӗн таса тивӗҫ.

Черкасова С Г