Нарăс
уйăхĕн 8, 9-мĕш кунěсенче Санарпуç вăтам шкулĕнче тăван (чăваш) чĕлхепе
литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурса
ăста та пултаруллă вĕрентекенсем: Дмитриева В.Т. – Вăрнарти 2-мĕш шкул,
Харитонова Л.А – Хапăс шкулĕ, Семенова И.Г. – Санарпуç шкулĕ, Яковлева А.В. –
Аçăмçырма шкулĕ, Моисеева И.Н. – Мăн Явăш шкулĕ, Черкасова С.Г. – Çěрпел шкулě
- хутшăнчěç.
Пурě
тăватă номинацире тупăшрěç маттурсем: «Уçă урок», «Уçă класс сехечě»,
«Пултарулăх лаççи», «Мастер-класс». Вутра та çунмарěç, шывра та путмарěç. Панă
вăхăтпа усă курса хăйсен ěç опычěпе паллаштарчěç. Çěнě технологисемпе усă курса
йěркеленě уçă уроксемпе мероприятисем тÿресен кăмăлне кайрěç, ачасене
хавхалантарчěç. Чăвашла уççăн, такăнмасăр, вăтанмасăр калаçрěç Санарпуç вăтам
шкулěнче вěренекенсем. Чăваш сăмахě çепěççěн те кăмăллăн юхрě.
Пултаруллă
та мал ěмěтлě вěрентекенсем хисеплě ятсене тивěçрěç: Моисеева И.Н. – Мăн Явăш
вăтам шкулěн тăван чěлхепе литературине вěрентекенě – лауреат; Дмитриева В.Т. –
Вăрнарти 2-мěш вăтам шкулăн тăван чěлхепе литературине вěрентекенě – лауреат.
Харитонова Л.А. – Хапăс вăтам шкулěн тăван чěлхепе литературине вěрентекенě
«Уроксенче чăваш халăх компонентне тухăçлăн усă куракан», Яковлева А.В. –
Аçăмçырма вăтам шкулěн тăван чěлхепе литературине вěрентекенě «Пултаруллă та
хăне евěрлě шухăшлавçă», Черкасова С.Г. – Çěрпел вăтам шкулěн тăван чěлхепе
литературине вěрентекенě «Çěнě технологисемпе вырăнлă усă куракан»
номинацисенче малти вырăнсене çěнсе илчěç.
Санарпуç
вăтам шкул учителě Семенова И.Г. пěрремěш вырăна тухрě. Унăн Вăрнар муниципаллă
округěн чысне тăван (чăваш) чĕлхепе литературине вĕрентекенсен республика
шайĕнче иртекен конкурсěнче хÿтěлемелле пулать. Ăнăçу сунатпăр!