Ĕçе чăваш тĕрриллĕ тумпа

Ĕçе чăваш тĕрриллĕ тумпа

Ĕмĕрсем иртеççĕ пулсан та чăваш тĕррин илемлĕхĕ пире паянхи кун та илĕртет. Чăваш халăхĕн ӳнер ăсталăхĕ тишкерсе пĕтерме çук анлă та пуян. Чӑвашӑн ҫи-пуҫӗ тӗрӗллӗ, савӑт-сапи эрешлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа-ши вӑл пӗтӗм тӗнчене тӗрӗллӗ курнӑ. Сӑмах ӑстисен хайлавӗсене вулатӑн та чӑваш тӗнчи мӗн тери эрешлӗ пулнине тата туллинрех куратӑн.

Çулленех чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн республикăра Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл канмалли куна лекнĕрен уяв мероприятийĕсене чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттертĕмĕр.
ЧР Культура министерстви иттерекен «Ĕçе – тĕрĕпе» республика акцине пирĕн шкул вĕрентекенĕсем хаваспах хутшăнчĕç. Чÿк уйăхĕн 24- мĕшĕнче чăваш тĕрри-эрешĕллĕ тумпа,  капăрлăхпа учительсем уроксенче ачасене вĕрентрĕç.

                              Черкасова С.Г.