Шкулта психологи эрни малалла тасӑлать. Çак эрне ачасемпе вĕрентекенсемшĕн ырӑ кӑмӑллӑхпа тараватлӑха аталантармалли питĕ лайӑх мел. Ырӑ сӑмах ҫынна пысӑк витӗм кӳрет, кӑмӑл-туйӑма ҫӗклет. Лайăх енне туртӑнакан тÿрĕ ҫул ҫинех тухать. Çакна çирĕплетсе парать те ĕнтĕ фойере йĕркеленĕ ырӑ сӑмахсем ҫырмалли сĕнӳ сӗтелӗ. Çакӑн eвĕp акци ачасене çумри юлташĕсене тата та ытларах хаклама, тав тума май парать, туслӑха çирĕплетет.
Çавӑн пекех Светлана Геннадьевна педагог-психолог 6-мĕш класра вĕренекенсемпе "Хирӗҫӳсӗр хутшӑну" калаçу йĕркелесе ӑсталӑх урокĕ ирттерчӗ. Урок вăхăтĕнче вĕренекенсем педагог пулăшнипе ыр кӑмӑллӑх чечекĕ те ӑсталарĕç.
Черкасова С.Г.