Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тата тăван чĕлхе кунне халалласа

Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тата тăван чĕлхе кунне халалласа

    Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Ăна атте-анне парнеленĕ, хамăрăн çепĕç чĕлхепе эпир мĕн пĕчĕкрен куллен калаçса ÿсетпĕр. Чăваш чĕлхи – чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри. Пирĕн халăх паянхи тăван чĕлхене, юрăсене, йăла-йĕркесене упраса хăварма пултарнă. 2023 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче  Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитрĕ. Ҫак кун Ҫĕрпелти вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем  Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тата чăваш чĕлхи кунне халалласа чылай ĕҫ туса ирттертĕмĕр. 9-меш класра вĕренекенсемпе литература вулавĕ йĕркелерĕмĕр. Иван Яковлевичăн ҫăмăл мар, анчах та тĕлĕнмелле чаплă та пуян кун- ҫулĕпе паллашрăмăр. «Алфавит, букварь тата шкул» презентаци пăхрăмăр, ун ҫинчен ҫырнă кĕнекесене сӳтсе яврăмăр. Иван Яковлевич ячĕ пирĕншĕн яланах хисеплĕ те чыслă. Унăн ĕҫĕсене паянхи кун та асра тытса пыма тăрăшатпăр.

        8-мĕш класра вĕренекенсемпе «И.Я.Яковлев тата чăваш чĕлхи» класс сехечĕ ирттертĕмĕр. Шкул ачисем  Аслă вĕрентекенĕмĕр чăваш халăхĕшĕн тăрăшни сая кайманнине тепĕр хут ăнланса илчĕҫ. Малашне те унăн ĕҫĕсене хисепе хурса упрама, унăн вĕрентĕвне яланах  асра тытма căмах пачĕҫ.

      Чăваш эрешĕ- чăвашлăх палли. 5-мĕш класра вĕренекенсемпе чăваш чĕлхи кунне хитре сувенирсем хатĕрлерĕмĕр. Матрёшкăсене хитре чăваш тумĕсемпе капăрлатрăмăр. Класра курав йĕркелерĕмĕр. Ачасем те, куракансем те кăмăллă пулчĕҫ.

                                                                                   Е.Ф.Васильева