Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм
чӑваш диктанчӗ акци иртет. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ялта пурăнакан
пултаруллă ветерансем, клубра ĕçлекенсем, библиотекарьсем, садик ĕçченĕсем пĕтĕм
чăвашпа пĕрлешсе, савăнса диктант çырчĕç. Кăçалхи диктанта Иван Яковлевич ячĕпе
çыхăнтарнă. Иван Яковлев пӗтӗм ӗҫ-хӗлне вӗрентӗве йӗркелесе чӑваш халӑхне ҫутта
кӑларассине халалланӑ. Диктант çырма пухӑннисем
Иван Яковлев тунӑ ӗҫсен пӗлтерӗшӗ вышкайсӑр пысӑк пулнине палӑртрӗҫ. Вӑл пирӗн
халӑха ҫырулӑх парнелесе вӗренӳ ӗҫне йӗркеленӗ. 1868-мӗш ҫулта 20 тултарнӑ каччӑ
пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫнӑ. Малтанах ачасене хӑйӗн хваттерӗнче ӑс панӑ: вулама-ҫырма
тата шутлама вӗрентнӗ. Унтан уйрӑм ҫурта куҫса Чӗмпӗр чӑваш шкулне йӗркеленӗ. Унта
учительсене хатӗрленӗ, чиркӳ тата ял хуҫалӑх ӗҫне вӗрентнӗ, ыркӑмӑллӑх юхӑмне
пуҫарса янӑ. Пултаруллӑ хресчен ачисене тӗрлӗ енлӗ аталантарнӑ. Иван Яковлев ҫине
тӑрса ӗҫленине кура 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш интеллигенцийӗ аталанма пуҫланӑ.
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пулас вӗрентекенсемпе пӗрлех обществӑпа политикӑра тӑрӑшакансене,
ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсене, ӳнерҫӗсене, ҫар ҫыннисене хатӗрленӗ. Унтан вӗренсе
тухнисем театрпа кино, музыка тата литература ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ çыртăмăр
Иван Яковлев тӑван
халӑхӑн йӑли-йӗркипе тӗрри-эрешне упраса хӑварассине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Чӑваш культури аталанӑвӗнче унӑн тивӗҫӗ калама ҫук ҫӳллӗ шайра. Вӑл хӑйӗн
халалӗнче ҫырса хӑварнӑ сӑмахсем паянхи кун та пӗлтерӗшне ҫухатмаҫҫӗ. Аслӑ
вӗрентекенӗмӗр пире ырӑ ӗҫсем туса усӑллӑ ҫын пулма, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме, вырӑс
халӑхӗпе туслӑ пурӑнма хушса хӑварнӑ.