Чăваш чĕлхи эрни малалла тăсăлать

Чăваш чĕлхи эрни малалла тăсăлать

Эрнене эпир дистанци мелĕпе сӑвӑ вулакансен «Пурăн, шăнкăрти чĕлхе» конкурсран  пуҫларăмăр. Унта чăваш поэчĕсен сăввисем  уççăн янăрарĕç.       6-мĕш класра вĕренекен Федорова Мария, Елизарова Татьяна, Кузьмин Багдан, Васильев Ефим сăвăсене питĕ илемлĕ вуласа тĕлĕнтерчĕç.  И.Я. Яковлев пултарулӑхӗ тӑрах хатӗрленӗ «Тăван чĕлхе-таса хĕлхем» викторина та кӑсӑклӑ иртрĕ.  Вĕренекенсем Чăваш çĕрĕ çинчен сахал  мар пĕлнине, унăн чаплă çыннисемпе мухтаннине кăтартса пачĕç.

       6,8,10- мĕш классенче чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина иртрĕ. Викторинăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем – вĕренекенсен тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси; çамрăксене тăван халахăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси; тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси; анне чĕлхи урлă вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси; ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси. Сертификатсене электрон майпа тÿрех уçласа илме пулни ачасене хавхалантарчĕ, тăрăшса ĕçлеме хистерĕ

             Шкулти ачасем мӗн пӗчӗкрен чӑваш юрри-кӗввине итлесе, ташшине ташласа, сӑввисене каласа, вăййисене выляса ҫитӗнеҫҫӗ. Паян та йăлана кĕнĕ чăваш ача-пăча вăййисене вылярĕç: лапталла, чушкăлла çăпаталла выляса савăнчĕç, чунтан хĕпĕртерĕç.
             Уяв ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫленчӗ: "Эпир, чӑваш ачисем, чӑвашла вылятпӑр, юрлатпӑр пулсан, чӑвашла сӑвӑсем калатпӑр пулсан, чӑвашла калаҫатпӑр пулсан чӑваш пулма пӑрахмӑпӑр".
                                                                                                                            С. Г. Черкасова