Вĕренекенсен
тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатас, тăван çĕре, патшалăха хисеплес
туртăма аталантарас тата ачасен тавра курăмӗпе сăмах пуянлăхне ÿстерес,
ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарас, шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерес ,
вăйă -ăмăртăва анлăрах явăçтарас тĕллевпе ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕрпелти
пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти пуçламăш класра вĕренекенсен «Манăн Тăван çĕршыв
– Чăваш Ен» вăйă иртрĕ.
Шкулти ачасем мӗн пӗчӗкрен чӑваш
юрри-кӗввине итлесе, ташшине ташласа, сӑввисене каласа ҫитӗнеҫҫӗ. Паян та кĕçĕн классенче вĕренекенсем илемлӗ юрларӗҫ, ташларӗҫ, ĕлĕкхи
ача-пăча вăййисене вылярĕҫ.Пурте пӗрле вăйă карти йĕркелерĕḉ. Йăлана кĕнĕ
Мăнкун вăййисем вылярĕç: çăмартасем кустарчĕç, юла пек çавăрттарчĕç, кашăкпа
çăмарта йăтса чупрĕç.
Ачасем уявра чунтан савӑнчĕҫ.
Уяв ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫленчӗ: "Эпир, чӑваш ачисем, чӑвашла
вылятпӑр, юрлатпӑр пулсан, чӑвашла сӑвӑсем калатпӑр пулсан, чӑвашла калаҫатпӑр
пулсан чӑваш пулма пӑрахмӑпӑр".