Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Паянхи куна та шкул ачисем питĕ
ĕçлĕ, тухăçлă, курăмлă ирттерчĕç. Иртенпех шкулта вăйă-кулă,
юрă-ташă, шӳт, савăнăçлă кулă янăрарĕ,
ачасем тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç:
«Выляр-ха, тăван чĕлхене савса», «Ваттисен сăмахĕсене
вĕçле», «Алфавита пĕлетĕр-и?», «Чăвашсен апат-симĕçĕ», «Кам маларах?»; «Кайăксен ятне пĕлетĕр-и?»
вăйă иртрĕ. Ушкăнпа тăрса Чăваш Республикин гимне чăвашла юрларĕç.
Çĕрпел тăрăхĕнче
çуралса ӳснĕ Чăваш таврапĕлӳçисен кĕнекисемпе, презентацисемпе паллашрӗҫ. Паллă
çынсемпе урок-калаçу иртрĕ.
Чăваш Енĕн паллă çыннисемпе мухтанма, вĕсене хисеплеме, вĕсем пекех ĕçчен те пултаруллă пулма шантарчĕç вĕренекенсем. Пысӑк тав пирӗн хӑнасене.