«ПУРИНЧЕН МАЛТАН ЭПĚ СИРЕ ЧĚНСЕ КАЛАТĂП…» ИСТОРИПЕ КРАЕВЕДЕНИ СЕХЕЧĔ

«ПУРИНЧЕН МАЛТАН ЭПĚ СИРЕ ЧĚНСЕ КАЛАТĂП…» ИСТОРИПЕ КРАЕВЕДЕНИ СЕХЕЧĔ

Паянхи кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ялта пурăнакан пултаруллă ветерансемпе çамрăк ĕçченсем пĕтĕм чăвашпа пĕрлешсе, савăнса диктант çырчĕç.

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вĕрентекенсем тата кĕçĕн классене вĕрентекенсем  «Пуринчен малтан эпě сире чěнсе калатăп…» историпе краеведени сехечĕсем  ирттерчĕç. Ку сехете вĕсем чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева халалларĕç. Ачасене унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех Вĕрентекенĕмĕрĕн Чăваш халăхне панă халалĕпе паллаштарчĕç. И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. И. Я. Яковлев  пĕтĕм чăваш халăхне халал парса хăварнă. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çынсем. Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла, Тăван çĕршыва юратмалла текен шухăша Чăваш Республикин гимне чăвашла юрласа тепĕр хут çирĕплетрĕç.