Паян
пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне
упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. ЮНЕСКО шучĕпе, çĕр чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе 6000
тĕрлĕ чĕлхе. 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Çĕр
чăмăрĕ çинчи чĕлхесене упраса хăварас тĕллепе Тăван чĕлхе
кунне йĕркеленĕ. Пĕтĕм тĕнчери чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш чÿк уйăхĕнче
ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000
çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата
хисеплени тăнăçлăха упрать. Кашни чĕлхе хăйне евĕр, унра халăх менталитечĕ тата
йăли-йĕрки палăрать. Кашни халăх чĕлхи –турă панă
пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш… Чăваш
чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек
янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме,
хавхалантарма пулать. «Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта
Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван
çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», - тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă
ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков. Пурнăçра – пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре.
Ăна упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван
чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая
пулмĕ тенĕ вăл .
Паянхи уява шкул ачисем питĕ ĕçлĕ, тухăçлă, курăмлă ирттерчĕç. Малтанах тăван чĕлхене халалласа
хаçат хатĕрлерĕç. Иртенпех шкулта вăйă-кулă, юрă-ташă, шӳт, савăнăçлă кулă янăрарĕ, ачасем тĕрлĕ конкурссенче
тупăшрĕç: «Выляр-ха, тăван чĕлхене
савса», «Ваттисен сăмахĕсене вĕçле», «Алфавита пĕлетĕр-и?», «Чăвашсен апат-симĕçĕ», «Кам маларах?»; «Кайăксен ятне пĕлетĕр-и?» вăйă иртрĕ.
Тăван чĕлхе ĕмĕрех пурăнтăр, ан пĕттĕр. Хамăр чĕлхене юратса вĕренер, ăна упрар, унпа кăмăлтан калаçар!