Паян ырăлăх кунĕ. Çакна асра тытса аслăрах ӳсĕмри ачасем
ырă сăмахсемпе, ырă ĕçсемпе кĕçĕннисене хавхалантарчĕç, выляттарчĕç. Ырă, ырăлăх, ыркăмăллăх. Сăпайлă та килĕшӳллĕ
сăмахсем. Чăваш чĕлхинчи чи ăшă туйăмсемпе çиçекен сăмахсем, чун хавалне
хăпартлантарса тăракан асамлăх пытаннă тейĕн вĕсенче. «Сана усал тума çуратман,
ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш,»-
тенине ăша хывса пĕр-пĕрне савăнтарчĕç.
Кашни çын çĕр çине таса
чунлă çуралса килет. Пурнăçра вăл мĕнлерех пуласси вара ачаранах палăрать. Апла пулсан ырă çын пулса ӳсме ачаранах таса
чунлă пулмалла. Ырă çын вăл – кăмăллă, чипер тата сапăр, пĕтĕмĕшле илсен –
хисеплĕ те сăваплă çын. Çын ырă пулни ун калаçăвĕ – пуплевĕнчен, тыткаларăшĕнчен,
ĕçĕ-хĕлĕнчен курăнать. Ырă çынран ырлăх тапса тăрать.
Ачасем уроксенче пĕр-пĕрин енне питпе çаврăнса, алран-алă тытăнса, ăшă кулăпа пĕр-пĕрне ырă сунчĕç . Ырă çынра – пуласлăх, çĕнĕ кун. Ырă усала яланах çĕнтерĕ. «Тĕнче те, хамăр та кăштах улшăннине туятпăр, мĕншĕн тесен эпир ыр кăмăллă çынсем, ырă ĕçсем тума та пултаратпăр. Ырă çын пулма тăрăшăпăр. Пирĕн пурнăç вара телейлĕ пулĕ,» - терĕç вĕренекенсем.