«Чапаев кам вăл?» — тесе
ыйтсан хуравне пĕлмен ветеран ССР Союзне кĕнĕ республикăсенче те çук-тăр.
Граждан вăрçин геройĕ Василий Иванович ЧАПАЕВ çуралнăранпа 135 çул çитрĕ.
Раççей патшалăхĕ
çирĕп, вăйлă пултăр тесе тăрăшакансем унăн ĕçĕсене манмаççĕ, обществăри
патриотла пĕлтерĕшне пысăка хурса хаклаççĕ. Вĕсен йышне Çĕрпелти вăтам шкул ачисене
те кĕртес килет. Вĕренекенсем
Василий Иванович патне саламлă çырусем çырчĕç.
Вĕсенче Чапаевăн çутă
сăнарĕ çĕршыва
хÿтĕлекенсемшĕн идеал пулмаллине палăртрĕç.
Тавтапуç сана, тете!
Халăх сана юратать.
Чăваш Ен, юратнă ен,
Ывăлĕпе мухтанать!
Тăван ене, халăха,
Эпир сума сăвăпăр.
Унăн хăватне туйса
Чапаев пек пулăпăр!»
Василий Иванович Чапаев сăнарĕ ӳсекен ăрăва, вĕренекенсене, Раççей çарне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартма малашне те хавхалантарĕ.