Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ, çитĕнекен ăрăва ăна ăша хывтарасси паянхи кунсемшĕн çивĕч ыйту пулса тăрать. Халăхăн чĕлхи, тăван чĕлхе пурри питĕ паллă вырăнта. Чĕлхе пулсассăн кăна эпир хамăр шухăшсене ыттисене каласа пама пултаратпăр. Тăван чĕлхе кăна чунри тарăн хĕлхемĕсене янратса чунра питĕ тарăн вырнаçнă туйăмсене кăларма пултарать. Çавăнпа тăван чĕлхепе калаçакан çын кăна халăхăн йăлине-йĕркине, унăн асамлăхне тарăннăн туйма пултарать. Чĕлхепе ҫырулӑх тачӑ ҫыхӑнура. Чӑваш ҫырулӑхӗн аталану ҫул-йӗрӗ вӑрӑм та тарӑн. 2021 ҫулта ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитрӗ. 1871 ҫулта Иван Яковлевич Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗр хӑйӗн пулӑшаканӗсемпе пӗрле чӑваш чӗлхин сасӑ тытӑмӗн уйрӑмлӑхӗсене тӗпе хурса алфавит тунă. Шкул ачисем «Чӑваш Енӗн ҫыруллӑ культури» онлайн-викторинӑна https://onlinetestpad.com/ih3upxk77mf7w хутшӑнса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерĕç, ыйтусем ҫине хуравларĕç.