Чăваш халăхĕ – пуян халăх. Унăн сăвви- юрри, ташши- такмакĕ, юмахĕ- халапĕ, тĕрри- эрешĕ -иксĕлми. Ҫак пуянлăх ламран лама, йăхран йăха куҫса пырса паянхи куна ҫитнĕ. Тĕлĕнсе каймалла ăсталăхпа илемлĕх палăрать вĕсенче. Пирĕн сăмах- чăваш тĕрри ҫинчен. Чăваш халăхне ертсе пыракан Хаклă пуҫлăхăмăр йĕркелесе янă уяв – чăваш тĕррин кунĕ ҫывхарса ҫитрĕ. Ҫавна май эпир те, шкулта вĕренекенсем, ҫак уява тăрашсах хатĕрлентĕмĕр. Чылай ĕҫ туса ирттертĕмĕр: стена хаҫачĕ кăлартăмăр, курав тата эрешсен конкурсне йĕркелерĕмĕр, тĕрлĕ акцисене хутшăнма тăрăшрăмăр. «Кантăксене эрешлетпĕр» акци пире уйрăмах кăмăла кайрĕ. Класс ертӳҫи Елена Федоровна хавхалантарса тăнипе хаваспах ĕҫе пуҫăнтăмăр. Тĕрлĕ тĕслĕ хутсенчен чăваш эрешĕсем касса кăларса кантăксем ҫине ҫыпăҫтартăмăр. Тĕлĕнмелле хитре ӳкерчĕксем пулса тухрĕҫ. Пирĕн класс кантăкĕсем шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсене ҫеҫ мар, ял ҫыннисене те питĕ илĕртрĕҫ. Иртсе ҫурекенсем чарăнса тăрса тимлĕн сăнаса пăхрĕҫ, пире ырă сăмахсем каласа хавхалантарчĕҫ. Эпир хамăр ĕҫпе питĕ кăмăллă юлтăмăр. Ҫакăн пек ырă пуҫарусене татах та хутшăнасчĕ, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене малалла тăсасчĕ.