Чӑвашла диктант ҫырма хатӗрленетпӗр йышпала. Кӑмӑлпа, савӑнӑҫпа шӑрҫалатпӑр диктанта. Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи, сан пекки татах пур-ши? Пур пуль тӗнчере чӗлхе, чи хитри вара пӗрре! Эй, тӑван чӗлхеҫӗм ман, пурӑнма вӑй-хал паран. Ян! янра, чӑваш чӗлхи, сасси кайтӑр инҫете!!!
Чӑваш чĕлхи - тӑван чĕлхем,
Сана чӑваш савма пӑрахас ҫук!
Эс- чун юрри, сӳнми хĕлхем!
Диктант ҫыраҫҫĕ пур пӗрле:
тирпейлӳҫӗ, апат пӗҫерекен,
вӗренекенсемпе пӗрле вӗрентекенсем,
директор тата замӗсем.
Хавхаланса пĕр ĕмĕтпе:
"Эс пурӑн ĕмĕрех, тӑван чĕлхе!
Янра хӑватлӑн пур ҫĕрте!
Парас ҫуках эпир сана пĕтме!!!"