Чӑваш чӗлхи эрнин планӗпе килӗшӳллӗн, Наукӑпа технологи ҫулталӑкне тӗпе хурса паян 8 класс ачисем хушшинче килти вулав урокӗ иртрӗ. Г. Краснов ҫырнӑ "Чипер хӗр ача Ксени" повесть Лев Кураков пурнӑҫӗнчи тӗрлӗ самантсене уҫса парать. Хайлавра ӗҫсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулса иртеҫҫӗ. Ывӑлӗ лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнишӗн амӑшӗ, Татюк инке, питӗ хӗпӗртет. Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма хатӗрленекен ывӑлне вӑл ырӑ сӗнӳсем парать, пиллет.
Лева питӗ тимлӗ итлет, пурнӑҫра тӳрӗ ҫулпа утма, ӑслӑ- тӑнлӑ пулма сӑмах парать. Ҫӑл тӗпне анса кайнӑ пӗчӗк Ксение пулас академик пулӑшать, ӑна вӑл йӑпатса, хавхалантарма пӗлет.
Ҫак кӗнекене вуланӑ май ачасем Кураков Лев Пантелеймоновичӑн ачалӑх вӑхӑчӗпе тарӑнрах паллашрӗҫ, ырӑ сӑмахсене ӑша хыврӗҫ.