«Эпир маттур ачасем» интеллектуаллӑ вӑйӑ

Чӑваш чӗлхи эрни малалла тӑсӑлать. Паян шкулта «Эпир маттур ачасем» интеллектуаллӑ вӑйӑ иртрӗ. 9-мӗш класри ачасем хутшӑнчӗҫ. Икӗ ушкӑн ӑмӑртрӗ. Вӑйӑ 5 станципе иртрӗ: «Литература», «Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем»,  «Чӑваш чӗлхи», " Тӑван ен культури",  "Тупмалли юмахсем". Станцисенче ачасем компьютерпа усӑ курса йӗркеленӗ вӑййа интересленсех вылярӗҫ, тупмалли юмахсене аван пӗлнине кӑтартрӗҫ, чапа тухнӑ ентешӗмӗрсем ҫинчен калакан ыйтусене хуравларӗҫ, тӗрлӗ ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ, чӑвашла туллин хурав пама тӑрӑшрӗҫ. Вӑйӑ ачасене питӗ килӗшрӗ.