«Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 9- мĕш класра чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина иртрĕ.

Викторинăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем – вĕренекенсен тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси; çамрăксене тăван халахăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси; тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси; анне чĕлхи урлă вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси; ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси. Сертификатсене электрон майпа тÿрех уçласа илме пулни ачасене хавхалантарчĕ, тăрăшса ĕçлеме хистерĕ.