Ҫул уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен EXCELSIOR-2021 вӗренекенсен республикӑри конференцийӗн пултарулӑх фестивалӗн куҫӑмсӑр тапхӑрӗ иртрӗ.
Пирӗн шкулти 8- мӗш класс вӗренекенӗ, Людмила Федорова, куҫӑмсӑр тапхӑр витӗр тухса ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче куҫӑмлӑ тапхӑрта хутшӑнма тивӗҫ пулчӗ. Тӳресем ку тапхӑра хутшӑнакансен ӗҫӗсем ҫӳллӗ шайра пулнине асӑнчӗҫ. Людмила Федорова хӑйӗн наука ӗҫне тивӗҫлӗ хӳтӗлерӗ. Унӑн теми «Эпӗ вӗренекен чӗлхесенчи хӑш-пӗр пӗрпеклӗхсемпе уйрӑмлӑхсем» (ертӳҫи — Крипчакова Алина Николаевна). Темӑна тарӑн ӑнланса уҫса пама, тӳресен ыйтӑвӗсем ҫине анлӑ хурав пама пултарчӗ. Ҫӑмӑл мар тупӑшура малти вырӑн йышӑнчӗ.
Саламлатпӑр, сана Людмила! Малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр!