Афган паттӑрӗсене эпир манмастпӑр

Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсемпе эпир час- часах тĕл пулусем, ҫавра сĕтелсем ирттеретпĕр. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче  Ҫĕрпелти   вăтам шкулта вĕренекен  ачасемпе «Афган паттӑрӗсене эпир манмастпӑр» тĕл пулу иртрĕ. Тĕл пулăва Афган вăрçи ветеранĕсем Алексеев Н.Б., Ваганин В.Ф., Николаев О.В. тата Ҫурҫӗр Кавказ, Таджикистан ҫĕрĕсенче хĕсметре тăнă паттăр салтаксем хутшăнчĕҫ. Ҫак сумлă ĕҫе Вăрнарти офицерсен союзĕн председателĕ Васильев Н.И. йĕркелерĕ.

Вунӑ ҫула пынӑ Афган вӑрҫи: 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗччен — 2238 кун. Пирĕн тăрăхра ҫуралса кун ҫути курнӑ чылай ҫамрӑкăн Афганистан сӑрт-тӑвӗн чулӗсене хӑйсен юнӗпе хӗретме тивнӗ. Шел пулин те, паянхи кун вĕсенчен чылайăшĕ пирĕнтен йывăр чире пула уйрăлса кайнă. Тӗл пулӑва Афганистан ҫӗрӗнче пуҫ хунӑ ҫамрӑксене тата мирлӗ пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула пиртен вăхăтсăр  уйрӑлнисене асӑнса шӑплӑх минучӗпе пуҫларăмăр.

Чи малтанах ҫак тĕл пулăва пуҫтарăннă хăнасене шкул директорĕ Кузнецова Л.Н. тата директор ҫумĕ Феофанова Л.В. ăшшăн тав турĕҫ, хăнасемпе паллаштарчĕҫ. Ачасем хамӑр хушӑрах ҫӳрекен паттӑрсен аса илӗвӗсене тимлĕ итлерĕҫ, салтакра ӳкерттернӗ сӑнсене пӑхрĕҫ, Афган паттӑрӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе  паллашрĕҫ. Ҫакăн пек тĕл пулусем ачасен паттăрлăх тата мăнаҫлăх туйăмĕсене аталантарма пулăшаҫҫĕ. Шкулти вулавӑшра Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсем ҫинчен Николай Васильев  ҫырнӑ «Герои наших дней» кĕнекепе паллашма пулать. Ҫак кĕнекене автор шкул библиотекине парнелерĕ. Пуҫтарăннă хăнасене шкул директорĕ тав хучĕсем парса чыс турĕ.