Тĕрĕ- чăваш халăхĕн иксĕлми пуянлăхĕ. Тĕрĕре- чăваш халăх историйĕ, тĕрĕре- чăваш халăх кун- ҫулĕ, тĕрĕре- чуна пырса тивекен асамлăх.
Чăваш Республикин пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫав тери ырă пуҫару тунă. Чук уйăхĕн 26-мĕш кунне Чăваш тĕррин кунĕ тесе палăртнă. Эпир, Ҫĕрпелти вăтам шкулта ĕҫлекенсем, ҫак пуҫарăва ырласа йышăнтăмăр. Шкулта вĕренекен кашни ача чăваш тĕррипе мухтанма, мăнаҫланма пултартăр, чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене ăша хывса ăна ăнланма,чи- чи илемлĕ эрешсемпе усă курса тĕрлеме вĕрентĕр.
Республика Пуҫлăхĕ пуҫарнă йышăнăва пурнăҫланă май, эпир шкулти библиотекăра чăваш тĕррин куравне йĕркелерĕмĕр. Куравра – ачасем хăйсен аллипе ăсталанă илемлĕ салфеткăсем, сыхлав тĕррисем (оберегсем), сăмса тутрисем. Ҫавăн пекех куравăн тепĕр пуянлăхĕ- ĕлĕкхи сурпансем, сурпан пуҫĕсем, масмаксем. Ачасем куравра ҫак тĕрĕсемпе питĕ кăсăкланчĕҫ, тĕрлĕ тĕслĕ ҫипсемпе илемлетнĕ эрешсене курса савăнчĕҫ, тыта-тыта пăхса пахаларĕҫ. Паян ҫак курава шкулти пур ача та ҫитсе курчĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем вара кантăк ҫине чăваш эрешĕ касса ҫыпăҫтарса илемлетрĕҫ. Эпир Чăваш Тĕррин кунне палăртнăшăн пурте питĕ савăнатпăр.