Мӗн авалтан чӑваш хӑйӗн тӗррипе ҫав тери пуян пулнӑ. Ют ҫӗршыври тӗрлӗ конкурссенче пирӗн тӗрӗ асамлӑхӗ, илемӗ малти вырӑна тухни чӑваш халӑхне пӗрре кӑна мар мухтава кӑларнӑ. Тӗррӗн кашни ӳкерчӗкне вуласа халӑхӗн кун-ҫулне, ырӑ емӗт-тӗллевне, иртнипе пуласлӑхне пӗлме пулать. Пирӗн асаннесемпе кукамайсем тӗрӗре чӑвашлӑха упраса тӑван халӑхӑмӑр кун-ҫулне ҫутатса панӑ. Шанас килет, чӑвашлӑх чӗлхепе те, йӑла-йӗркепе те, тӗрӗпе те упранса юлӗ.
Малашне ҫак куна тивӗҫлипех уявласа чӑвашлӑха пур енлӗн упраса хӑварасса шанас килет. Уяв ячӗпе саламлатпӑр сире.