Çуркуннехи вăхăт çитнĕ май шыв-шур, кÿлĕ таврашĕнче час-часах ачасемпе аслисен инкек курас хăрушлăх пур. Кăçал нарăс уйăхĕнче те çанталăк пуш уйăхĕнчи пекех йĕпе-сапаллă, юрлă-çумăрлă пулчĕ. Çакăн пек çанталăк кĕçĕн çулхи ачасемшĕн хăрушă, мĕншĕн тесен кÿлĕсемпе пĕвесем çийĕнчи çÿхе пăр, куçкĕски пек йăлтăрккаскер, таçтанах çуталса выртаканскер, ытларах вĕсене илĕртет те.
Инкек-синкекрен хăтăлас тесе 2 класра «Асăрханăр, çÿхе пăр!» ятпа калаçу иртрĕ. Класс ертÿçи вĕренекенсене пăр çинче хăйсене мĕнле тытмалли, пăрлă шыва чăмсан сехĕрленсе ÿкмелле марри çинчен ăнлантарса пачĕ, слайдсемпе паллаштарчĕ. Иккĕмĕшсем хăйсен шухăшĕсене те калама пултарчĕç. Юлашкинчен класс ертÿçи ачасене ас тăвăм хучĕ валеçсе пачĕ.