Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑвать. Ку уява ЮНЕСКО 1999-мӗш ҫулта ҫирӗплетнӗ, 2000 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче вара пӗрремӗш хут уявланӑ. Ҫак куна чӗлхесен тата культурӑсен аталанăвне упраса хӑварас тĕллевпе йӗркеленӗ.
Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, паллах тӑван чӗлхе вырӑнӗнче чӑваш чӗлхи шутланать. Чӑваш чӗлхине упрасси, ӑна аталантарасси, унпа мăнаçланасси - кашни чӑвашӑн тивӗҫӗ. Чӑваш чăвашлăхпа илемлĕ, çавăнпа пирĕн хамăр чĕлхене упраса хăвармалла. Аваллăхсăр малашлăх çук теççĕ. Ҫавна май, Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекенсем уява халалланă мероприятисем ирттерессине пуçарса ячĕç. Çак ырă пуçару пулнине çирĕплетсех каламалла. Нарăсăн 19-мĕшĕнче çак уява халалласа классенче уçă уроксем иртрĕç, нарăсăн 19-20 мĕшĕнче аслă классенче вĕренекенсем «Ылтăн арчари асанне тупри» ятлă çав тери чаплă уявпа савăнтарчĕç. Çавăн пекех шкулта вĕренекенсем сочинени конкурсĕнче те тупăшрĕç. Малашне те тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртатпăр.