Паянхи класс сехечĕ «Асăрханăр, ултавçăсем!» темăпа иртрĕ. Вĕренекенсене пурнăçра тĕрлĕ ултавлă пулăмсем кĕтсе тăраççĕ. Çулран çул çынсен укçине туртса илмелли çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăлараççĕ. Çак пулăмсене лекес мар тесен пур енлĕ те асăрхануллă пулмалла. Тĕрлĕ майсем тупаççĕ ултавçăсем, çынсем хăйсене шаннипе усă кураççĕ. Çавăнпа тимлĕхе самантлăха та çухатма кирлĕ мар, вĕсен серепине лекессинчен сыхланма тăрăшмалла. 7-мĕш класра вĕренекенсем ултавçăсем ытларах банк карттипе иртекен тĕрлĕ ултавлă пулăмсемпе паллашрĕç, йывăрлăха кĕрсе ÿкесрен тĕрлĕ ситуацисене сÿтсе яврĕç.
Çак класс сехечĕ пурин валли те усăллă пулнине палăртса хăвармалла. Çакăн пек тĕслĕхсем çинчен полицие 02 номерпа çийĕнчех шăнкăравласа пĕлтермелле.