Паян пирĕн шкулта «Ылтăн кĕркунне» уяв иртрĕ. Унта 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Ачасем кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ çак куна. Уява валли капăр тумсем хатĕрлеççĕ, тĕрлĕ юрă-ташă вĕренеççĕ, ашшĕ-амăшесемпе техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçереççĕ. Хамăр алăпа пĕçерни яланах тутлăрах тата пахаллăрах.
Уяв пуçланиччен 1 этажри фойене ачасем çулçăсампе тата ÿкерчĕксемпе илемлетрĕç. Кашни класра вара килте пĕçернĕ апат-çимĕçпе сĕтел хатĕрлерĕç, классене илемлĕ чечек çыххипе тата алăпа ăсталанă япаласемпе илемлетрĕç.
Кĕçĕн класра вĕренекенсем вара тĕрлĕ пахча-çимĕçрен тата çулçăсенчен тĕлĕнтермĕш чĕрчунсем ăсталанă. Скворцов А. кавăнран тимĕр шапа касса кăларнă, Михайлова С. кавăнран «йăва», Волкова К. купăстаран мулкач тунă, Васильева В. илемлĕ аппликаци хатĕрленĕ. Вĕсен ĕçĕсене жюри пысăк хак пачĕ.
Сцена çинче янравлă юрăсем те хавас ташăсем те пулчĕç. Вĕренекенсем илемлĕ сăвăсем каларĕç, тĕрлĕ сценкăсем те кăтартрĕç.
Çамрăк талантсем шкулта пурри пурне те савăнтарчĕ. Уяв пуриншĕн те интереслĕ иртрĕ.