«Космонавтсенчен ырă тĕслĕх илер» калаçу

Черксова С.Г. 8-мĕш класра паян «Космонавтсенчен ырă тĕслĕх илер» калаçу иртерчĕ. Класс ертÿçи ачасене Андриян Григорьевич Николаев космонавт пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тарăнрах паллаштарчĕ.

Андриян Григорьевич Николаев - чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр.

А. Г. Николаев 1929-мĕш çулта хресчен çемйинче çуралнă: çемьере 4 ача пулнă çамрăклах ашшĕсĕр (ашшĕ 45 çулта вилет) тăрса юлнă, çăкăр чĕлли хакне вăл мĕн ачаран тĕрĕс ăнланнă.

Çын пулас тесен ĕçле те тăрăш, ĕмĕтленнĕ телей ĕçленинчен те вĕреннинчен килет, çавна лайăх тавçăрса ӳснĕ Андриян. Техник-вăрманçă дипломне илнĕ хыççăн Карелие тухса каять. Мастер помощникĕнче ĕçлет, каярахпа мастера тухать. Ĕçчен çынна хисеплеме пĕлнĕшĕн вăрман касакансем ăна чунтан юратнă, хисепленĕ.

Совет Çарĕ ретĕнче тăни хăйне хушнă ĕçе вăхăтра та тирпейлĕ, юратса тума, авиаци техникине ăста вĕренсе çитме, кирек  хăçан та дисциплинăна пăхăнма хăнăхтарнă.

1962-мĕш çулхи манăçми август. Августăн 11-мĕшĕнче тĕнче уçлăхне «Восток-3»космос карапĕ тухни çинчен радио пĕтĕм тĕнчене хыпарланă. Карапа чăваш каччи А. Г. Николаев майор тытса пырать. Çынсем тĕрлĕ справочниксенче шыраса пăхнă. Чăваш çĕршывĕ ăçта вырнаçнине пĕлесшĕн пулнă. Ку таранччен нумайăшĕ чăвашсем ăçта пурăннине пĕлмен те. Анна Алексеевна, космонавт амăшĕ, вăл вăхăтра больницăра сипленнĕ. Шупашкар çыннисем больницăна чи илемлĕ чечек çыххисемпе паттăр амăшне саламлама васканă, таçтан-таçтан телеграммăсем вĕçе-вĕçе килнĕ. Унччен вара никама паллă мар Шуршăл чăваш ялĕ сасартăк пĕтĕм тĕнчене паллă пулса тăчĕ.

Çак калаçу хыççăн ачасем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: космонавтсем пек пулас тесен - дисциплинăллă, хастар, тăрушăллă, çирĕп сывлăхлă, тÿрĕ кăмăллă, маттур пулмалла. Чуна парса вĕренмелле, чуна парса ĕçлемелле.