Вăрнар хĕрĕсен– тăватă медаль («Çĕнтерÿ çулĕ», март уйăхĕн 17-мĕшĕ)

Районăн çамрăк кĕрешÿçисем-пикесем уява лайăх кăмăлпа кĕтсе илеççĕ.

Вĕсем Ульяновск облаçĕнче иртнĕ Атăлçи федераллă округăн первенствинче палăрнă. Кавир çине Вăрнар тăрăхĕнчи çичĕ çамрăк тухнă. Тăваттăшĕ çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ.

Чи лайăх результат – Хурăнсур Çармăсри Эльвира Филиппован, вăл «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Ку ялти Наталья Тихонован тата Эвелина Яковлеван кĕмĕл медальсем. Кÿстÿмĕрти Елена Петрова пьедесталăн виççĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Турнира Вăрнарти Юлия Константинова, Кивьял Хапăсри Лариса Михайлова, çавăн пекех Санарпуçĕнчи Никита Никандров та хутшăннă. Шел, вĕсем призерсен йышне лекеймен.

Хĕрсем çитĕнÿсем патне кулленхи тренировкăсенче пиçĕхсе туртăнаççĕ. Тренерĕсем – Виталий Петрович Трофимов, Юрий Григорьевич Львов тата Роман Юрьевич Львов.

Светлана ЧИКМЯКОВА.