Шкул ачисене республикӑн пӗрлехи экзаменне хатӗрленме пулăшар

Республикӑн пӗрлехи экзаменĕн тĕп тĕллевĕ – 9 класс пĕтерекен ачан чӑваш чӗлхипе пухнӑ пĕлĕвне пĕтĕмĕшле аттестаци картинче хакласси.

Экзамен 3 пайран тăрать.

1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла.

2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. 4 хуравран пĕрне суйласа илмелли 13 ĕç тумалла.

Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче – итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла.

«Наци вĕренĕвĕ. Национальное образование» баннерта ачасене изложенипе сочинени çырма тата тест ыйтăвĕсене хуравлама вĕрентмелли материала вырнаçтранă.

Усă курăр, ачасене экзамена хатĕрленме пулăшăр.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии