Пĕр турнирта – вуникĕ медаль («Çĕнтерÿ çулĕ», нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕ)

Çакăн пек кăтартупа вĕçленĕ районăн çамрăк кĕрешÿçисем Чăваш Республикин первенствине. Ăмăрту канмалли кунсенче Шупашкарта 16 çула çитмен çамрăксем хушшинче иртнĕ.

Чемпионсем пиллĕкĕн: тăваттăшĕ Хурăнсур Çармăсран – Эльвира Филиппова, Наталья Тихонова, Эвелина Яковлева, Елена Петрова тата Вăрнарти 2-мĕш шкулти Юлия Константинова.

Кивьял Хапăсри Лариса Михайлова тата Санарпуçĕнчи Никита Никандров çĕнтерÿ пьедесталĕн иккĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Бронза призерсем те пиллĕкĕн: Вăрнарти Юрий Николаев, Лера Павлова, Кристина Антонова, Санарпуçĕнчи Андрей Никандров тата Малти Ишекри Инна Шурбакова.

– Ачасем ăмăртусене йышлăн хутшăнни çеç мар, ытларах пайĕ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарни пĕлтерĕшлĕ. Çакă тренерсен пĕтĕм йышĕн пысăк ăсталăхлă ĕçне яр уççăн кăтартса парать, – терĕ Юрий Григорьевич Львов тренер.

Çавăн пекех иртнĕ эрне вĕçĕнче Вăрнар район кĕрешÿçисем Пĕтĕм Раççейри турнирта та палăрнă. Тутарстан Республикинче пулнăскер, «М-7» тулли мар яваплă общество парнисемшĕн иртнĕ. Санарпуçĕнчи Данил Александров кĕмĕл, Пăваялĕнчи Максим Иванов бронза медальсене тивĕçнĕ. Санарпуçĕнчи Антон Федоровăн пиллĕкмĕш результат.

Светлана ЧИКМЯКОВА.