Пирĕн шкул ачисемшĕн 2-мĕш чĕрĕк вĕçленчĕ. Хĕллехи каникул раштав уйăхĕн 30-мĕшпе кăрлач уйăхĕн 9-мĕшчен пырать. Эрне кун, кăрлач уйăхĕн10-мĕшĕнче, шкула каймалла.
Хаклă туссем! Каникулта канăр, вăй пухăр, пушă вăхăта интереслĕ ирттерĕр. Компьютер умĕнче вăхăта сая ан ярăр, библиотекăна çÿрĕр, интереслĕ кĕнекесем вулăр.
Хĕллехи каникул кунĕсене усăллă тата кăсăклă ирттермелли майсем сахал мар. Уçă сывлăшра йĕлтĕрпе ярăнни тата каток çинче конькипе ярăнни чăннипех те сывлха тĕреклетет.
Çул çинче асăрхануллă пулăр! Сывлăх, ăнăçу сунатпăр сире, туссем!
Интереслĕ кĕнекесем вулама хăнăхни, юратнă ĕç – сахал-им пирĕн пурнăçра пушă вăхăта усăллă ирттермелли майсем! Ху çеç ан ÿркен, куллен малалла туртăн.