Каникулта кĕнекесем вулăр

Пирĕн шкул ачисемшĕн 1-мĕш чĕрĕк вĕçленсе пырать. Кĕркуннехи каникул юпа уйăхĕн 25-мĕшпе чÿк уйăхĕн 7-мĕшчен пырать. Тунти кун, чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче, шкула каймалла.

Хаклă туссем! Каникулта канăр, вăй пухăр, пушă вăхăта интереслĕ ирттерĕр. Компьютер умĕнче вăхăта сая ан ярăр, библиотекăна çÿрĕр, интереслĕ кĕнекесем вулăр.

Çул çинче асăрхануллă пулăр! Пăр çине ан кĕрĕр, ейÿрен асăрханăр!!! Сывлăх, ăнăçу сунатпăр сире, туссем!