Кăçал, 2019-мěш çулта, Аслă Çěнтерÿ пулнăранпа 74 çул çитет. Ытла та йывăр çěнтерÿ пулнă вăл. Миçе пин çынна асап кÿмен-ши вăл, миçе пин çынна выçăпа нушалантарман-ши, миçе пин çемьене, ача-пăчана тăлăха тăратса хăварман-ши, миçе пин каччăпа хěре вăхăтсăр çěре кěртмен-ши? Анчах та мирлě пурнăçра çамрăклах пирěнтен вăхăтсăр уйрăлса каякансен йышě те чылай-çке хальхи вăхăтра. Афганистан… Чечня…Украина… сăмахсене илтсен чěре ыратса каять, пыр капланса килет, кÿçсенчен куççуль шăпăртатса юхса анать.
Эпир, Вăрнар районěнчи Çěрпел тăрăхěнче çуралса ÿснě шкул ачисем, вěрентекенсем, ял çыннисем кăрлачăн 28-мěшěнче Чечня Республикинче паттăррăн çапăçса пуç хунă ентешěмěрěн, Антонов Владимир Анатольевичăн асăну кунне Çěрпелти культура керменěнче ирттертěмěр.
Чечня вăрçин Паттăрне чыслама республикăн тěп хулинчен Шупашкартан, Вăрнар район администрацинчен, Афганистанпа Чечня вăрçин ветеранěсем, ял çыннисем, шкул ачисемпе вěрентекенсем пуçтарăнчěç. Çавăн пекех хăйěн юратнă шăллěне Антонов Владимир Анатольевича асăнма аппăшĕ Елена Анатольевна те килчě.
Тухса калаçакансем хушшинче район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Трофимов Д.Ю., çамрăк пограничниксен ушкăнне ертсе пыракан штаб начальникě Никифоров Ю. А., районти «Боевое братство» ушкăн ертÿçи Никитин О.Л., шкул директорĕ Миронов И.А. тата Викторов П.В., Кудряшов В.П., Николаев А.И., Данилов И.А., Петров А.А., Кочанов Ю.Н., Романов А.Н., Васильев А.И., Иванов О.Н., Мефодьев В.В. пулчěç. Вěсен калаçăвě, ырă сěнěвěсем, чěнсе каланисем кашни çын чун- чěринчех ырă туйăмсем хускатрěç.
Асăну кунне халалланă концертра Çěрпелти вăтам шкулта вěренекен ачасен сăвви- юррисем культура керменěнчи халăха тыткăнларěç, чылайăшě юхса анакан куççульне шăла- шăла сасăсăр макăрчěç. Владимир Антонова асăнса хатěрленě презентаци те пурин чун- чěринче те хускатрě: ачалах çулěсенчи, шкулта вěреннě, парта хушшинче ларнă вăхăтри, çамрăклăх çулěсенчи, салтак тумне тăхăннă вăхăтри сăн ÿкерчěксем пěрин хыççăн тепри черетленсе пыраççě. Ăçтан пăлханмасăр пăхса ларайăн-ха вěсем çине? 9-мěш класра вěренекен Сергеева Камилла юрланă «Вăрçа чарăр, аслисем!» юрă асăну кунěн чи хěрÿ тапхăрě пулчě тесессěн те юрать. Асăну кунне пирěнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă паттăрсене асра тытса шăплăх минучěпе вěçлерěç. Юлашкинчен Чечня вăрçинче пуç хунă Антонов Владимир Анатольевич асăну хăми умне чěрě чечексем хучěç. Ентешěмěрěн ырă сăнарě яланах пирěн чěрере упранě.