Тухтăрсем ăнлантарнă тăрăх, хĕл каçипе çыннăн организмĕ ывăнса çитет, тĕрле витаминсем, минералсем çителĕксĕр пирки вара чир-чĕр те çулăхма пултарать. Ун пек ан пултăр тесен, пирĕн кашни кунах усăллă апатланма тăрăшмалла. Чи малтан, паллах, витаминсем пирки пĕлмелле.
Пирĕн шкулта улттă-саккăр класĕнче вĕренекенсем "Йăлтах витаминсем çинчен" темăпа калаçу ирттерчĕç. Витаминсем нумай тĕрлĕ иккенне ачасем пĕлеççĕ-ха. Васильева М.В. ачасен сывлăхĕ çирĕп пултăр тесен, вĕсен организмне аталанма мĕнле витаминсем кирли пирки чарăнса тăчĕ. Вĕрентекен каласа ăнлантарса панă тăрăх вара, пĕлмелли татах та нумай иккен. Сăмахран, акă, В витамин хăех миçе тĕрлĕ: В1, В2,В3, В4, В6, В8, В9, В12, В13, В15. C, D, E, H, Р, К, L витаминсем тата. Вĕсен кашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Хăшĕ мĕнле апатра е çимĕçре пуррине те пĕлме питĕ интереслĕ пулчĕ.