Çамрăклăх вăл – эсĕ хăвăн малашлăхна йĕркелесе пыракан тапхăр. Санăн пуласлăху эсĕ сывлăха упрама пĕлнинчен, ăс-хакăла мала хунинчен, ĕçлеме пултарнинчен нумай килет. Санăн сывлăху – хăвăн аллунта. Хăвăн çулу çинче сана ăнланакан, сан пекех сывлăха мала хуракан юлташ тупма тăрăш. Кирек мĕнле чăрмава та сирсе яма пулать. Енчен те йывăрлăх сиксе тухсан çитĕнÿ формулине асăн:
«Эпĕ хăюллă, хама шанакан çын!
Эпĕ йăлтах тума пултаратăп, манăн халăм çитет!
Эпĕ тĕнче çине çирĕп пăхатăп.
Çак пурнăçра тĕл пулакан çил-тăмана хирĕç тăма вăй-халăм çителĕклĕ!»