Черкасова С.Г. - «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс çĕнтерÿçи

2018 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче регионсен шайĕнчи «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» Интернет конкурс иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 86 учитель хутшăнчĕ. Вĕсенчен 10-шĕ тулай чăваш шкулĕсенчен пулчĕç.

Пирĕн ĕçтеш, Черкасова С.Г., çак конкурсра II-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Саламлатпăр ăна.

23.03.2018 - Конкурса хутшăннисен рейтингĕ