Тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ

Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Çĕрпелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта районти тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсен  методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Санарпуçĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Семенова И.Г ертсе пычĕ.

Пухăннисен умĕнче чи малтанах Черкасова С.Г. «Чăваш чĕлхи урокĕсенче ачасен пуплевне аталантарас ĕçре информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курасси» темăпа калаçу ирттерчĕ. Информаципе хутшăну технологийĕсем  шкул ачисен паянхи аталанăвне тивĕçтерекен, вĕрентме анлăрах майсем туса паракан хатĕрсем пулнине çирĕплетсех ăварчĕ. 

Унтан Черкасова С.Г. хайлав текстне тишкермелли хутăш урок ирттерчĕ.

Çак урок вĕренекенсене туслăха хаклама, туссене упрама, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентет, ырă кăмăллă, сăпайлă пулса ӱсме хăнăхтарать. Урокра усă курнă технологисен тухăçлăхĕ пысăк. Учитель  критикăлла шухăшлава аталантарас: (буриме мелĕ, палиндромсем тупни), сывлăха сыхлас:(урокра кану саманчĕ туни), информаципе хутшăну: (ачасем ваттисен сăмахĕсемпе, карточкăсемпе,слайдпа ĕçлени), культурăсене тĕпе хурас:(хайлавсене танлаштарса ваттисен сăмахĕсемп епĕтĕмлетÿ туни), ушкăнпа ĕçлесси:(урокри шырав тата тишкерÿ ĕçне 3 ушкăна пайланса туни: тус сăмахăн синонимне тупни, ваттисен сăмахĕсене йĕркипе вырнаçтарни) технологисемпе ĕçлеттерчĕ.

Урокра вĕренекенсем кĕнекепе ĕçлеме, информаци тупма вĕренчĕç, шухăшлава аталантарма хăнăхрĕç.Çынна ырă тăвакан, туслă пурăнакан çеç телейлĕ пулма пултарать текен шухăша ăша хыврĕç. Вĕрентекен кăсăклантарса ярса информаци пухма, сÿтсе явнă хыççăн пĕтĕмлетÿсем тума, шухăша уççăн калама хăнăхтарать, ачасен çивĕч туйăмлăхне аталантарать.

Урока итлекенсем  вĕрентекен ĕçне „питĕ лайăх“ паллăпа хакларĕç.