Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче пирĕн шкулта «Симĕс Раççей» ятпа экологи субботникĕ иртрĕ.
«Симĕс Раççей» акци çынсене тăван тавралăха сыхлама, ăна тата илемлĕрех тăвас ĕçе хутшăнма чĕнсе калакан мероприяти. Çак экологи юхăмне пирĕн ачасемпе учительсем хастар хутшăнчĕç. Хальхинче вĕсем шкул таврашне çÿп-çапран тасатрĕç, тирпей-илем кĕртрĕç. Пурте ырă кăмăлпа килĕштерсе ĕçлерĕç.