«Хӗвелпи» çуллахи хаваслă лагерь уçăлчĕ

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çĕрпел шкулĕнче «Хӗвелпи» çуллахи хаваслă лагерь уçăлчĕ.  Çак куна эпир Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли уява халалларăмăр. 

Лагерь пуçлăхĕ Феофанова Л.В. ачасене çак уяв ячĕпе саламларĕ, кĕскен лагерĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Ачасем икĕ хутчен, пĕтĕмпе 68 тенкĕлĕх, вĕри апат çийĕç, тĕрлĕ экскурсие çÿрĕç, вăйăсем вылĕç. Ирхине сакăр сехет çурăран пуçласа кăнтăрла иртни икĕ сехетчен 60 ача хăйсен сывлăхне пур енлĕн çирĕплетĕç.

Линейка хыççăн воспитательсем ачасем валли тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕç, «Хаваслă стартсем» вăйăсенче тупăшрĕç, волейбол вăййи те ачасене килĕшрĕ.