Субботникра тăрăшса ĕçлерĕмĕр

Хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртесси аслисемпе пĕрлех çамрăксен тивĕçĕ те пулмалла. Çак ĕçе пурин те хастар хутшăнмалла. Çакна тĕпе хурса Çĕрпелти вăтам шкулта  вĕренекенсемпе учительсем ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче субботника хутшăнчĕç. Вĕсем шкул умĕнче ÿсекен йывăçсен айĕсене тата шкул умне тасатрĕç, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă обелиск таврашĕнче тирпей-илем  кĕртрĕç, шкул пахчине тирпейлерĕç.   Кирлĕ мар ăпăр-тапăра пуçтарчĕç, çÿп-çапа шăлса тасатрĕç, картасене юсарĕç.

Çĕрпел ял поселени ĕçченĕсемпе шкул коллективĕ пĕр-пĕринпе кар тăрса ĕçлерĕç. Чи тĕлĕнмелли - пурте пĕр шухăшлă пулни. Пысăк йышпа темле ĕç те тума пулать. Ку хутĕнче те çапла пулчĕ. Субботник хыççăн таравлăх хитреленсе пыни куç кĕретех.

Анчах та теприсем хăйсем хыççăн çÿп-çап пăрахса хăварни чуна ыраттарать. Урамра темĕн те пĕр выртни килĕшÿсĕр. Çавăнпа та хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытасчĕ, варалас марччĕ. Тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн пурин те тăрăшасчĕ. Тирпей-илем вăл хамăршăнах. Тирпейлӗхе ачаранах хӑнӑхса ӳсмелле.