Чăваш чĕлхи кунне, Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине тата Раççейри театр çулне халалласа Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 171 çул çитнине халаланă Пĕтĕм чăваш диктантне çырма Çĕрпел шкулĕнче вĕренекенсем те хаваспах хутшăнчĕç. Ăна чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе йĕркелерĕç. Диктант çырса хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслесе пăхас текенсем йышлăн пулчĕç. Вун пĕрмĕшсем, сăмахран, класĕпех хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.
Диктанта Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче итлесе çырчĕç. Вĕрентекенсем вĕсене тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿсем туса парĕç.