Эпир лайӑх вӗренни – атте-аннешӗн пысӑк парне

Пӗтӗм ҫут ҫанталӑк чӗрӗлнӗ вӑхӑтра эпир аннесене, асанне-кукамая, аппа-йӑмӑка, пӗрле вӗренекен хӗр ачасене, пур хӗрарӑма та уяв ячӗпе саламлатпӑр. Чӗререн тухакан чи ӑшӑ сӑмахсене хаклӑ ҫыннӑмӑрсене – аннесене парнелетпӗр. Виҫҫӗмӗш класс ачисем те амӑшӗсем валли хӑйсем аллипе тунӑ парнесем хатӗрлерӗҫ, хитре ӳкерчӗксем турӗҫ. Утреннникра ачасем тӗрлӗ  сӑвӑсем каларӗҫ, аннесем ҫинчен юрӑсем юрларӗҫ. Малашне ачасем ашшӗ - амӑшӗсене савӑнтарма кӑна шутларӗҫ. Утренник хыҫҫӑн ачасем пӗтӗмлетӳ туса хӑварчӗҫ. Эпир лайӑх вӗренни – атте-аннешӗн пысӑк парне. Пӗчӗк чухне, ача чухне илнӗ чун ӑшшине аттепе-аннене тавӑрса памалла. Эпир вӗсем умӗнче ӗмӗрех пысӑк парӑмра.