Паян 11-мĕш класс ачисем класс сехетĕнче спорт çинчен калаçрĕç. ««Сывлăхран хакли нимĕн те çук», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсемпе килĕшмеллех пулĕ. Сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Çавăнпа та сывлăх теми, уйрăмах хальхи вăхăтра, шкул пурнăçĕнчен пĕртте аякра тăмасть», - çакăн пек сăмахпа пуçларĕ класс ертÿçи Николаев И.П.
Сывлăха пěчěкрен упрамалли пирки те сывлăха çирěплетме кашни кун зарядка тумалли пирки те аса илтерчĕ учитель. Сывлăхлă пулас тесен тěрěс пурăнма тăрăшмалла. Кунсăр пуçне тата кун йĕркине пăхăнни те питĕ кирлĕ: ирхине вăхăтра тăмалла, каçхине вăхăтра выртмалла, апата вăхăтра тата виçеллĕ çимелле. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тесен сиенлĕ йăла-йĕркепе аташмалла мар, тěрěс пурăнма тăрăшмалла.
Çирĕп сывлăхлă пуласси тĕрлĕ сăлтавран килет: экологирен, медицина шайĕ епле пулнинчен, сиенлĕ йăла-йĕркепе иртĕхнинчен( эрех-сăра, пирус, наркотиксем), йăхран йăха куçакан чирсенчен. Ученăйсен шучĕпе, çынсен сывлăхĕ 50% яхăн вĕсем хăйсен пурнăçне епле йĕркеленинчен килет.
Чи ăслă çынсем те кун йĕркине пăхăннă, унтан пăрăнман. Вăл ĕçе тĕрĕс йĕркелеме те, вăхăтра канма та пулăшать. Кун йĕркине пăхăнман çынна яланах вăхăт çитмест, чир-чĕр асаплантарать.
Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмалла. Тĕрлĕ секцисене çÿремелле. Пирĕн класри ачасем волейбол, футбол тата кĕрешес енĕпе секцисене çÿреççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Малти вырăнсем те йышaнаççĕ.