Кайăксем – пирĕн пĕчĕк туссем!

Хĕл çитсессĕн çынсен пурнăçĕнче çеç мар, тискер чĕр чунсемпе кайăк–кĕшĕксен пурнăçĕнче те пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Çак улшăнусем çинчен калаçса илчĕç 1-мĕш класра вĕренекенсем. Тискер чĕр чунсемпе кайăксем пирки каласа пачĕ клас ертÿçи Александрова Иванова Л.Н.

Тискер чĕр чунсен çăмĕсем хулăнланаççĕ, хăшĕ–пĕрисен тĕсĕсем те улшăнаççĕ, хăш- пĕр чĕр чунсем çывăрма выртаççĕ, чылай кайăксем ăшă енне хĕл каçма вĕçсе каяççĕ, теприсем вара пирĕн патрах хĕл каçаççĕ.

Хĕллехи сивĕре кайăксене апат тупма питĕ йывăр. Çавăнпа сырăш тăвас тата кайăксене тăрантарас ĕçе хаваспах хутшăнтăмăр. Хамăр класс умĕнче ÿсекен пан улми йывăççисем çине çичĕ сырăш тухса çакрăмăр. Кашни кунах тулă сапса паратпăр тата вĕсем çине кĕрпе, çăкăр тĕпренчĕкĕ, тăварламан сало татăкĕ хуратпăр.

Сырăшсем çинче вара кунĕпех хăнасем: çерçисем, кăсăясем, чанасем... Чакак та кашни кунах килсе тутанать пирĕн кучченеçе.

Чи интересли вара пирĕншĕн - ула такка. Вăл та пирĕн сырăшсене кăмăллать. Кунсерен пĕр вăхăтра, пысăк тăхтав вăхăтĕнче килет. Эпир вара класĕпех чÿрече умĕнче пуçтарăнатпăр та ула такка çине пăхса савăнатпăр. Хăшĕ-пĕри хăй тунă сырăш çине ула такка ларса апатланмасан темшĕн салхуланать.

- Хăнасем! Килсех тăрăр пирĕн сырăшсем çине! Сире валли унта яланах апат тулăх пулĕ!

Хĕл сиввинче кайăксем ан нушаланччăр тесен вĕсене вăхăтра апат пама  манар мар! Кайăксем – пирĕн пĕчĕк туссем!